Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Итлемерӗм аннене-Елена Леонтьева

Ҫyрхи кунсем ҫитсен
Савни мана куҫ хыврӗ
Ака-суха пӗтсен
Качча тухма ыйтрӗ

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Савни ман васкатрӗ
Туйӑмне вӑйлатрӗ
Анне куҫран пӑхрӗ
"Тӑхта, хӗрӗм", - терӗ

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Каҫар анне хӗре
Кӗрхи туй кӗрлерӗ
Ыр пӳрни пулмарӗ
Тур телей памарӗ

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Хӗлхи кунсем ҫитсен
Шӑнчӗ пирн юрату
Мӑшӑр ютта кайрӗ
Ман телей вӗҫленчӗ

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук

Итлемерӗм аннене
Анне усал калас ҫук
Халь йӗретӗп куҫҫульпе
Чавса ҫывӑх - ҫыртма ҫук


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-27 19:10:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3295 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем